Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейри апат пирки тавлашу сиксе тухнӑ. «Ҫак апат 50 тенкӗ тӑма пултараймасть», — ҫырса хунӑ поста вырнаҫтарнӑ автор. Сӑмахне ӗнентерме вӑл сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта — темиҫе турамран тӑракан шаркку, пӗр касӑк помидор.
«Урӑх нимӗн те ҫитермеҫҫӗ-им: яшка, иккӗмӗш блюдо, компот?» — тӗлӗннӗ пӗри. «Капла гастритпа чирлеме те часах», — хушса хунӑ тепри.
Ирхи апат 23 тенкӗ тӑрать имӗш, кӑнтӑрлахи — 46 тенкӗ. Пӗр амӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ лицейӗнче пилӗкмӗш ҫул ӗнтӗ (унӑн ачи шӑпах ҫавӑн чул унта вӗренет-мӗн) начар апатлантараҫҫӗ. Кӑмӑлсӑрлансан та усси ҫук тесшӗн вӑл. Ҫав вӑхӑтрах теприсем ачасем сиенлӗ тӗрлӗ апата (васкавлӑ пӗҫерекен макарона, газлӑ пылак шыва...) хӑнӑхса лартнипе тиркесшӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шкул администрацийӗ тавлашӑва хутшӑнман — унта унӑн официаллӑ хуравӗ ҫук.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи заправкӑра ӗҫлекен хӗрарӑм ҫынна ырӑ тӑвас тенӗ те шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
31 ҫулти кассир каланӑ тӑрӑх, ун патне дальнобойщик пынӑ та инкеке лекни пирки юмах ҫаптарнӑ, 20 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫа кӑларса тыттарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах «инкеке лекнӗ» дальнобойщикӑн шӑрши-марши те пулман.
Юмах ҫаптарма юратакан водитель нумай вӑхӑт тарса пурӑнайман. Ӑна, Челепи облаҫӗнчи 46 ҫулти арҫынна, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ӑна хӑйӗн тӑрӑхӗнче те полици шыранӑ-мӗн. Халӗ вӑл ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
«Чӑвашфильм» ҫитес ҫул ҫӗнӗ фильм кӑтартасшӑн. Ун валли ят та тупнӑ ӗнтӗ – «Подполковник Варламов слушает» (чӑв. «Варламов подполковник итлет»). Ку проект авторӗ - Юрий Спиридонов.
Тӗп сӑнар - Чӑваш ААСРӗн Вӑрнарти НКВД пуҫлӑхӗ Варсанофий Варламович Варламов, ӑна Юрий Спиридонов калӑплать. Вӑрҫӑ пирки ӳкерекен проекта Вера Кузьмина артистка та хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фильма Куславкка, Шупашкар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта ӳкернӗ. Халӗ фильма монтаж тӑваҫҫӗ. Кинона Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑк ниепле те ураланса каяймарӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӑна панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫавна май предприятире конкурс производстви йӗркеленӗ.
Кайӑк-кӗшӗк предприятийӗшӗн тата унта ӗҫлекенсемшӗн, район экономикишӗн кӑмӑллах мар хыпара «Правда ПФо» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Арбитраж сучӗ хыпарлани тӑрӑх паян пӗлтернӗ.
Аса илтерер, предприятин акцийӗсенчен 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗ.
Предприятири конкурс производстви 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хапрӑкри ҫынсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Чӑваш Ен прокуратури, республикӑри Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ ҫине тӑнипе унтисене 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ тӳленӗччӗ.
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулти Феодосия Васильева килтен тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫак йӗркесен авторне пикен амӑшӗ Надежда Геннадьевна пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Феодосийӑн докуменчӗсем тупӑннӑ. Вӗсене амӑшӗ полицейскисем патне кайса илнӗ. Хутсене Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи лавккасенчен пӗрин патӗнче тупнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче хӗре ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, курнӑ тенине Надежда Геннадьевна ҫирӗплетсе каламарӗ. «Кам пӗлет, те чӑн сӑмах вӑл», — терӗ чунне ыраттарса. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, килте пикепе тавлашу пулман.
Ҫухалнӑ хӗр пирки мӗн те пулин пӗлекенсене Надежда Геннадьевна 89871251453 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтать. Хӑйӗн упӑшкин, Александр Ефферкиевичӑн, номерне те 89877379500 вӑл пӗлтерме ыйтрӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакансем ирпе тата каҫпа ҫул ҫинче хытах нушаланнӑ. Ларса кайма автобуссем ҫук, пӗчӗкскерсем часах тулаҫҫӗ, расписанипе ҫӳремеҫҫӗ. Ҫакӑн йышши ҫӑхава унтисем республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӗрре кӑна мар ҫитернӗ. Унтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ведомство ӗсченӗсем вырӑна тухса лару-тӑрӑва пӗрре кӑна мар тӗрӗсленӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкар (Химтехникум) – Тутаркасси» 109-мӗш маршрутпа халӗ пысӑк автобуссене ҫӳретме тытӑннӑ.
Транспорт ыйтӑвӗпе тарӑхмалли тупӑнсан Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине 56-50-8 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Кӑлтӑк пирки mintrans_avto@cap.ru, mintrans_raz@cap.ru электрон пуштӑпа та ҫырусем йышӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Киров облаҫӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑха искусствӑллӑ майпа пӗтӗлентерекен операторсен тата зоотехник-селекционерсем Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнӗ. Вӑл ӑмӑрту — йӑлана кӗнӗскер. Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме унта Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» кооперативӑн тата Тӑвай районӗнчи «Акконд-Агро» фирмӑн ӗҫченӗсем Елена Николаева тата Галина Павлова тухса кайнӑ.
Елена Николаева Вера Шумилова журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра кӗтмен-туман ҫӗртен аякри чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. «Эпӗ чӑвашла калаҫнине илтсе ман пата Удмурт, Саха Якути республикисенчен, Самар облаҫӗнчен килнӗ чӑвашсем пычӗҫ. Эх, калаҫрӑмӑр вара тӑван чӗлхепе! Юрларӑмӑр та, йӗрсе те илтӗмӗр», — ӑнлантарнӑ хӗрарӑм хаҫатҫӑна.
Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ патӗнчи чукун ҫул каҫҫи урлӑ ирӗклӗн иртме чарнӑ. Ҫакӑ унта хӑтлӑх курес ӗҫ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ.
Чукун ҫула тытса тӑракан «РЖД» акционерсен уҫӑ обществин Инфраструктурӑн Канашри дистанцийӗ юсав ӗҫне ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тытӑннине хыпарланӑ. Ҫакӑн пикри вӑл «Чӑвашупрдор» хысна учрежденине систерсе хунӑ. Юсавпа тата хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пирки ҫул-йӗр инспекторӗсем те пӗлеҫҫӗ, яваплисем вӗсене малтанах систерсе хунӑ. «РДЖ» акционерсен обществинче ӗҫе авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫлессине пӗлтереҫҫӗ.
Чукун ҫула юсанӑ хыҫҫӑн асфальт сарас тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе тимленӗ май каҫхи вуннӑран пуҫласа ирхи улттӑччен машинӑсем ҫулӑн пӗр енӗпе ҫеҫ иртсе ҫӳрейӗҫ.
Паян Александр Астраханцев дизайнер, живопись ӑсти, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2010), Раҫҫейӗн дизанейрсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1993), «Дизайнерсен пӗрлешӗвӗ» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ (1993) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитрӗ.
Алексанндр Аркадьевич Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1953 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. 1975—1980 ҫулсенче Уралнефтегазстрой, Шупашкарти троллейбус управленийӗнче художник-офрмительте тӑрӑшнӑ. 1980—1995 ҫулсенче Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта ачасене ӳкерме вӗрентнӗ тата черчени учителӗнче тимленӗ. 2003 ҫултанпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче преподавательте ӗҫлет. Александр Астраханцев графика дизайнӗ енӗпе те тимлет. 1998 ҫултанпа — Чӑваш Республикинчи дизайнерсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи.
Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман.
Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |